Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурла уйӑхӗ (ҪЯ)

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Ҫурла уйӑхне тырӑ-пулӑ, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, ана, йӗтен кӗрхи ака, аслати, шыва кӗме пӑрахнӑ уйӑх тесе те калаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗ тыр-пула вырса пуҫтарнӑ, каю уттине ҫулса илнӗ, утарти вӗллесенчен карассене кӑларса пыл юхтарса илнӗ, кӗрхи тырра акнӑ вӑхӑт.
Утар ыррине, хурт амине пылпа, пӑтӑпа асӑнса чӳкленӗ вӑхӑт.
Пахча ҫимӗҫне, улма-ҫырлана пухса кӗртеҫҫӗ. Хӑяр тӑварлаҫҫӗ, сухана кӑларса типӗтеҫҫӗ.
Улма кукли туса улма уявне ирттереҫҫӗ. Уйӑх варринче е вӗҫӗнче кӗрхи ыраш акса пӗтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ тырӑ кӗрпинчен йӗрӗх пӑтти пӗҫерсе чӳклеҫҫӗ, пӗлтӗрхи тыр-пула кивӗтеҫҫӗ. Пулас уявсене, йӑласене ҫӗнӗ тырӑпа ирттереҫҫӗ. Ваттисене асӑнса автан сӑри уявне ирттереҫҫӗ.
Уйӑх вӗҫнелле чӗкеҫ, вершен /кӗске хуре, шурӑ пӗсехе/ кайӑксем кӑнтӑр еннелле вӗҫсе каяҫҫӗ.
Кӗр умӗн тарасасене, ҫӑл куҫсене тасатаҫҫӗ. Шыв чӳкне ирттереҫҫӗ. Шыв хӗрне, шыв ачине-вутӑша асӑнса кӗсел лартса параҫҫӗ. Уйӑх вӗҫӗнче тырӑ-пулла вырса пуҫтараҫҫӗ. Уйри ҫӗмелсене урапапа турттарса йӗтем ҫинчи капансем ҫине хываҫҫӗ. Выльӑха уя кӗртсе яраҫҫӗ. Выльӑх тӑранса самӑрланакан вӑхӑт. Лашасене юлашки хут шыва кӗртеҫҫӗ.
Ҫурт-йӗр лартакансем платник ӗҫӗсене вӗҫлеҫҫӗ. Кӑмака тума хатӗрленеҫҫӗ. Кирпӗч, хӑйӑр, там турттарса хураҫҫӗ.
Каҫсем сивӗ тӑма пуҫлаҫҫӗ. Йывӑҫсем ҫинче сарӑ ҫулҫӑсем палӑрма тытӑнаҫҫӗ. Пан улмисем пиҫсе саралаҫҫӗ, хӗрелеҫҫӗ. Автан сӑри чӳкне ирттереҫҫӗ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-6. Пур ҫӗрте те тырӑ вырма тухнӑ вӑхӑт. Аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑчӗ. Тилӗ, кашкӑр /йыт-качка/ чӗпписене йӑвинчен сунара илсе тухнӑ вӑхӑт.
2. Кӗрхи илем кунӗ. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх, Илем, Илья Пророк кунӗ. Чӑвашсем аслати кунӗ тесе калаҫҫӗ. Аслати, Илья Пророк ҫак кун ултӑ лаша кӳлнӗ урапи сине ларса аҫтаха ҫӗлене аҫа-ҫиҫӗмӗпе ҫапса пӗлӗт ҫинчен ҫӗр сине хӑвалать тет.
Ҫак кун пӳрте-ҫурта йытӑ кушак кӗртме юрамасть, уйра ӗҫлеме юрамасть, аҫа ҫапма пултарать тенӗ. Килти Аҫа чулне вучах умне кӑларса хывнӑ.
Илем кунӗнче ҫӗр улми уявӗ. Ҫӗнӗ ҫӗр улми пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ.
3. Утарти вӗллесене тӗрӗсленӗ, карассене илсе лартнӑ вӑхӑт, пыл юхтарнӑ кунсем.
4. Аслати алхаснӑ кун, аҫа-ҫиҫӗм ҫапасран сыхланмалли кун. Ҫак кун хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑрсем лӑпланаҫҫӗ.
Ҫырласене татса, пуҫтарса, упрама хатӗрлемелли вӑхӑт.
6. Тырӑ-пулӑна ӳстерекен ырлӑха, ана пуҫне асӑннӑ кун. Тырӑ выраканӗсем апат вӑхӑтӗнче вӗсене апат пӑрахса, лартса парса чӳкленӗ.
7. Кӗрхи пасар, суту-илӳ ярмӑрккисем уҫӑлнӑ вӑхӑт.
Авалтанпах ҫапла. Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче суту-илӳ Ака Базарта, пулнӑ Хусан патшалӑхӗнче — Хусанта. Хусана илсен Макарьене куҫнӑ. 1817 ҫулта Атӑлҫи ярмӑркки Макарьерен Чулхулана ҫитнӗ. Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче, ялсенче ярмӑрккасене чиркӗвӗн таса /престол/ кунӗсенче ирттернӗ. Пасар ытларах эрне кун, вырсарни кун пулнӑ.
9. Купӑста пуҫне ҫавӑрнӑ вӑхӑт.
12-13. Тухатмӑшсем, усалсем вылянӑ каҫ. Вӗсене сӑтӑр тӑвасран вырӑссем кил умне, картишне чашӑкпа каҫхине сунӑ сӗте лартса панӑ. Чӑвашсем кил умне тимӗрпе чӗрсе "тимӗр карти тунӑ".
13. Ҫӗнӗ уйӑх кунӗ.
14-21. Тырӑ акмалли ырӑ кунсем.
14. Хурт амӑшне, утар ыррине, пыл паракан ырӑна чӳкленӗ кун. Ӑна пӑтӑпа, пылпа тата пыллӑ пӑтӑ хупнӑ кукӑльсемпе асӑннӑ, чӳкленӗ. Хурт амӑшӗ ларакан вӗлле тӗлне пыл лартса панӑ.
1164 ҫулта вырӑссен Владимир Кнеҫӗ Андрей Боголюбский Атӑлҫи Пӑлхар ҫине вӑрҫӑпа тапӑннӑ. Ҫак кун вӗсенчен питӗ нумай пыл туртса илнӗ.
Чиркӳ ҫыннисем кӑна Турӑ пани тенӗ. Ҫак куна пачӑшкӑсем пыл кунӗ, пыллӑ сӑпас тесе асӑна пуҫланӑ. Халӗ пӗрремӗш спас, медовый, пыл спасе тесе асӑнаҫҫӗ.
12. Эмел курӑкӗсен кунӗ. 12 тӗрлӗ курӑк пуҫтарса хатӗрленӗ.
19. Улма-ҫырла кунӗ. Иккӗмӗш спас. Кукӑль пӗҫерсе асӑнаҫҫӗ, уявлаҫҫӗ. Чиркӳ кӗнекисем тарах, Христос ҫак кун ҫӳллӗ ту ҫине Петр, Ияков, Иоанпа пӗрле улӑхсан вӗсен умӗнче ҫап-ҫуттӑн ялкӑшса курӑннӑ иккен.
Атте Турӑ хӑй сассипе вӗсене ку манӑн ывӑл тесе каланӑ.
Ҫак куна тата "Христос Спаситель" ҫутӑ сӑнарпа курӑннӑ кун тесе калаҫҫӗ иккен.
20. Ҫуртри тырӑсене вырма тухаҫҫӗ. Тулӑ ани ҫинче темиҫе пуҫлӑ /2-4/ пучах тупсан, ӑна тырӑ амӑшӗ /турри/ вырӑнне хурса ҫуртри турӑш умне хураҫҫӗ. Е тырӑ кӗлетне, кашта айне чиксе ҫакаҫҫӗ. Вӑрманти шӗшкӗ мӑйӑрне пуҫтарма пуҫлаҫҫӗ.
Ҫак вӑхӑтра мулкачсем самӑрланаҫҫӗ, тытма юрать. Какайӗнчен кукӑль пӗҫереҫҫӗ.
Хур кайӑксем кӑнтӑра вӗҫсе кайма кӗтӳленеҫҫӗ.
21-23. Ҫил вылянӑ, шыв тасалнӑ вӑхӑт. Ҫанталӑк сивӗтет. Ҫӑл куҫсене, тарасасене кӗр умӗн тасатаҫҫӗ. Кӗсел, чӗрӗ ҫӑмартапа, вут кӑмпине чӗртсе тӗтӗмлентерсе чӳклеҫҫӗ. Ҫӑлкуҫа кӑмрӑк яраҫҫӗ.
24. Ваттисене асӑнмалли кун. Вилнисем ҫӑва ҫине тухаҫҫӗ.
24. Вилнисем ҫӑва ҫинче вылянӑ каҫ. Вӗсем виле шӑтӑкӗсенчен тухса, шурӑ тӑхӑнса ҫурта тытса ҫӳреҫҫӗ. Шурӑ лаша ҫине ларса таврара чупса выляҫҫӗ тенӗ.
27. Ҫил амӑшӗ, ҫил ашшӗ кунӗ. Кӗрхи ҫил тухнӑ кун. Ҫанталӑк уяртнӑ, пӗлӗт ҫутӑлнӑ, тӑрӑлнӑ вӑхӑт. Вырӑссем "Ҫамрӑк арӑмсен ҫу кунӗ" /27.08 - 11.09/ тесе калаҫҫӗ.
Чӑвашсем тӑрна кунӗсем тенӗ.
28. Ҫӗнӗ тырӑ кунӗ. Тыр-пула пуҫтарса пӗтерме вӑхӑт. Ҫӗнӗ ҫӑкӑр чӳкне, кивӗ тырӑна /пӗлтӗрхи тырӑна/ киветсе тунӑ чӳк. Ана ыррине, пулӗхе ҫулти Турра асӑннӑ. Ана кӗтессине, пӗр ҫупкӑм тыррине, "сухалне" вырмасӑр хӑварнӑ. Турӑ "сухалӗ" тӗлне пӳлӗхҫӗ, ана ыррине, туррине чашӑкпа пӑтӑ лартса панӑ. Кӗлӗ тунӑ. Кӗлӗ хыҫҫӑн ларса апат ҫинӗ. Ана вӑйӗ ан кайтӑр тесе ана ҫинче йӑвалӑннӑ, хӑвӑрттӑн сиксе тӑнӑ.
29. Виҫҫӗмӗш спас. Мӑйӑр пиҫнӗ кунӗ. Кӗрхи ҫимӗҫсен кӗрхи тырӑ кунӗ. Автан сӑри кунӗ.
Тырӑ акса пӗтернӗ вӑхӑт. Ваттисене асӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫӑва ҫине кайма ыйтаҫҫӗ, кӗрхи сӑра уявне ирттереҫҫӗ.
31. Лашасем канава тухнӑ вӑхӑт. Вӗсене юлашки хут шыва кӗртеҫҫӗ, ҫерем ҫине улӑха яраҫҫӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-26 21:35:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4314 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем